Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ шупашкар

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Олег Газманов хатӗрленӗ «РодникиЛаб» проекта хутшӑнма суйлав иртет. Унта 7-17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейӗнче вӗренекен Анна Долгорукова суйлав витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ. Вӑл вокал вӗренет, илем конкурсне хутшӑнса пӗрре мар ҫӗнтернӗ, фитнесджампинг енӗпе иртнӗ чемпионатра призер пулнӑ.

Олег Газмановӑн проекчӗ ҫамрӑк юрӑҫсене тупса палӑртма пулӑшать. 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Шкпашкарта финал концерчӗ пулӗ. Унта «РодникиЛаб» те хутшӑнӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/photo-194537172_457245680
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти фольклор ансамблӗ «Теветкел» тӗнче шайӗнчи икӗ конкурсра лауреат пулса тӑнӑ: Хусанта иртнӗ «Культурӑсен пӗрлешӗвӗ» тата Питӗрте пулнӑ «Нева проспекчӗсем» конкурссенче. Иккӗшӗнче те пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ансамбле 2010 ҫулта «Химик» культура ҫуртӗнчи чӑваш халӑх театрӗ ҫумӗнче Альбина Алексеева пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Паянхи кун унӑн репертуарӗ пуян: 50 ытла юрӑпа ташӑ, вӗсем – тӗрлӗ жанрлӑ.

Ансамбль малашне те ҫулҫӳревсене тухасшӑн, чӑваш халӑх этнокультурипе паллаштарасшӑн.

 

Хулара
Нм\умай ача ашшӗ. cap.ru сайтри сӑн
Нм\умай ача ашшӗ. cap.ru сайтри сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫемьере виҫӗреш ҫуралнӑ. Кӑҫал кун пекки ҫак хулара – пӗрремӗш хут.

Артемпа Анна Манучарян ҫемйинче икӗ арҫын ача тата хӗрача ҫуралнӑ. Пепкесем Шупашкарта ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫапла Манучарянсем харӑсах нумай ачаллӑ ҫемье пулса тӑнӑ. Ачасем ҫуралнине ӗнентерекен хута администрацин ЗАГС пайӗнче панӑ.

Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗлтӗр те виҫӗреш пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nowch_adm/6776
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем 15 ҫулти ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӗсем ӑна леш тӗнчерене 3 хутчен туртса кӑларнӑ.

Ача газпа наркӑмӑшланнӑ, тӑнне ҫухатнӑ. Нуъмонджон Каримов тухтӑр тата унӑн бригади унччен пилӗ ачаллӑ ҫемьене кун пек лару-тӑрура пулӑшнӑ. Хальхинче те вӗсем реанимаци мероприятийӗсене ӑнӑҫлӑ туса ирттернӗ. Ачана Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ чухне тухтӑрсем ӑна клиника вилӗмӗнчен 3 хутчен ҫӑлнӑ.

Ачана пульницӑна ӑнӑҫлӑ илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл унта сипленет.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус паркӗ тӗпрен ҫӗнелнӗ. Халӗ вара унта кондукторсем те ӗҫлемеҫҫӗ – кашни транспорта валидатор вырнаҫтарнӑ, пассажирсене контролерсем те тӗрӗслекелеҫҫӗ.

Валидатор патне карточкӑна е телефона илсе пымалла, унтан сасӑ пуласса кӗтмелле. Терминал билет пичетлесе памасть. Ӑна bilet.nspk.ru сайтра е оператор сайтӗнче илме пулать. Валидаторпа билетшӑн тӳлесен укҫана счет ҫинчен каярахпа илӗҫ.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкар кӑҫал 64 ҫул тултарӗ. Спутник хула ҫуралнӑ кунне ыран паллӑ тӑвӗ.

Ҫӑлтӑрпа зарядка тӑвӗҫ, ГТО фестивалӗ пулӗ, ретро-машинӑсен куравне йӗркелӗҫ, «Про Город» хаҫат хаваслӑ программа хатӗрленӗ, «Пултарулӑх бульварӗ» ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех чӑваш эстрада артисчӗсем юрлӗҫ, троллейбуссем парада тухӗҫ. Арт-фестиваль те иртӗ.

Уяв каҫхи 9 сехетре ташӑ каҫӗпе вӗҫленӗ. Пӗлтӗрхи пекех, хула кунне Раҫҫей эстрада артистне чӗнмен.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 22 сехет те 45 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра пӗрремӗш хутри хваттер ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм телевизора, сӗтел-пукана, япаласене ярса илнӗ.

Хваттерте ҫав самантра икӗ ача пулнӑ: 4 ҫулти арҫын ача тата 2-ри хӗрача. Вӗсене урама чӳрече урлӑ кӑларнӑ. Хӗрача пиҫсе кайнӑ, пульницӑра сипленет. Ҫакӑ паллӑ: пушар вӑхӑтӗнче ачасем килте пӗчченех пулнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/6787
 

Персона

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ, Раҫҫейри паллӑ актер пулса тӑнӑ ентеше ЧР Элтеперӗ ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗн ятне панӑ. Сӑмах — Анатолий Гущин пирки. Хушӑва ҫурлан 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

47-ри актер халӗ Мускавра пурӑнать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл спутник хулари 10-мӗш шкулта вӗреннӗ, унтан Мускаври Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищине кӗнӗ. Нумайӑшӗ ӑна 8 сериллӗ «Приключения солдата Ивана Чонкина» камит фильмӗ тӑрӑх пӗлет. Вӑл унта пӗр кадрта чӑвашла та юрлать.

 

Культура

Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейӗ тӗлне Чӑваш кӗнеке издательстви кӗнеке-альбом кӑларнӑ. Вӑл - вырӑсла тата чӑвашла. Пӗтӗмпе - 44 страница.

Кӗнеке авторӗ - географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Зоя Трифонова. Умсӑмаха тата хыҫсӑмаха Владимир Степанов ҫырнӑ. Ӳнерҫи - Наталия Орлова.

Кӗнекере Шупашкарӑн историне 1469 ҫултанпа ҫырса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_16178
 

Хулара
Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнчи сӑн
Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнчи сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, паян, Шупашкара 20 ҫӗнӗ троллейбус килсе ҫитнӗ. Вӗсем республика займ мелӗпе илнӗ 92 троллейбусран пӗрремӗшӗсем.

Килсе ҫитнӗ транспорта Ҫӗнӗ Шупашкара панӑ. Ку спутник хулари транспорта ҫӗнетме ҫителӗклине пӗлтернӗ.

Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑна автономлӑ майпа ҫӳрекен 72 троллейбус килсе ҫитмелле. Вӗсенчен 59-шӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 60-мӗш тата 61-мӗш маршрутсем ҫинче ӗҫлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 199
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем